Ҫанталӑк типӗ тӑнипе хальлӗхе Канаш,Вӑрмар, Тӑвай, Куславкка районӗсенче инкеклӗ лару-тӑру режимӗ. ЧР Ял хуҫалӑх министерстви лару-тӑрӑва сӑнаса тӑрать. Малашне те типӗ ҫанталӑк пулсан пур районта та ҫак режима йышӑнма хатӗр. Ҫапла ял хуҫалӑхӗсем патшалӑх пулӑшӑвӗпе усӑ курса тӑкака саплаштарма пултараҫҫӗ.
Сӑмах май, Удмурт Республикинче, Тутарстанра тата Пермь крайӗнче - инкеклӗ лару-тӑру режимӗ.
Палӑртса хӑвармалла: типӗ ҫанталӑка пула респубикӑри 9 пин гектар ҫинчи культура шар курнӑ.
Типӗ ҫанталӑка пула Чӑваш Енри темиҫе районта (халӗ вӗсене округ теме пуҫарӗҫ-ха) чрезвычайлӑ лару-тӑру режимне туса хунӑ. Вӑрмар районӗнчи пирки Софья Савнеш ӗнер пӗлтернӗччӗ-ха.
Республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче паян хыпарланӑ тӑрӑх, чрезвычайлӑ лару-тӑру режимне Вӑрмар районӗнче ҫеҫ мар, Канаш, Куславкка, Тӑвай муниципалитет округӗсенче йышӑннӑ. Ҫанталӑк шӑрӑх тӑнӑран, ҫумӑр ҫумантан ял хуҫалӑх культурисем йӗркеллӗ ӳсеймеҫҫӗ, типсе каяҫҫӗ.
Утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗ тӗлне илсен, асӑннӑ муниципалитетсенче ял хуҫалӑх культурисем 60 хуҫалӑхра, пурӗ 8,6 пин гектар ҫинче типсе ларнӑ. Аграрисем халӗ страховка укҫи илме тытӑннӑ.
Типӗ ҫанталӑк тӑнӑран, ҫӗр типсе кайнӑран Вӑрмар районӗнче инкеклӗ лару-тӑру режимӗ пулнине палӑртнӑ. Ҫитес вӑхӑтра комисси йӗркелӗҫ. Вӑл типӗ ҫанталӑк ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе фермер хуҫалӑхӗсене мӗн чухлӗ тӑкак кӳнине тишкерӗ. Кун хыҫҫӑн укҫан мӗнле пулӑшма май пуррипе паллаштарӗҫ.
Палӑртмалла: кӑҫал ҫулла ҫумӑр сахал ҫунӑ. Ҫӗртме уйӑхӗ типӗ килчӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗнче аслатиллӗ ҫумӑр темиҫе хут вӑйлӑ ҫумалла.
Паян Вӑрмар районӗнчи Ямпай ялӗнче ҫӗнӗ культура ҫурчӗ уҫӑлнӑ. Ӑна "Клуб йышши муниципалитет учрежденийӗсен строительстви тата модернизацийӗ" республикӑри ҫумпрограмма пулӑшнипе хута янӑ.
"Халӗ ку тата ҫывӑхри ялсенче пурӑнакансен пултарулӑхне аталантарма май пулӗ. Кунта условисем хальхи пурнӑҫпа килӗшсе тӑраҫҫӗ, аппаратура лайӑх, зал хӑтлӑ. Вӑхӑта туслӑ, усӑллӑ ирттерме пулать", - тенӗ ЧР Элтеперӗ Олег Николаев.
Вӑрмар районӗнчи 45 ҫулти арҫын кӑҫал пуш уйӑхӗнче тӗнче тетелӗнче брокер платформи ҫинче укҫа ӗҫлесе илме май пурри пирки вуласа пӗлнӗ. Хайхискер кредитсем илнӗ те инвестицисемпе ӗҫлеме тытӑннӑ.
Арҫын счет ҫине пӗтӗмпе 2 миллион та 220 пин тенкӗ хунӑ. Анчах кайран пӗр пусне те каялла тавӑрайман. Ултавҫӑсен аллине лекнине ӑнлансан вӑл полицие пулӑшу ыйтма пынӑ.
Халӗ ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарасси пирки шутлаҫҫӗ.
Вӑрмар районӗнӗнче шкул ачи пуйӑс айне лекнӗ. Мӗнле майпа? ЧР Вӗренӳ министерстви ҫакна уҫӑмлатман.
Ведомство ҫапла кӑна палӑртнӑ: "Ҫуркунне ачасемшӗн тата ҫамрӑксемшӗн яланах йывӑр тапхӑр. Уйрӑмах - экзаменсем пуҫлансан. Ҫак вӑхӑтра ашшӗ-амӑшӗн ачин психологине, кӑмӑл-туйӑмне лайӑх сӑнаса тӑмалла, кӑмӑлӗ улшӑннине пӑхмалла".
Ведомство ку инкек ҫывӑх ҫыннисен, тӑванӗсен, пӗр класра вӗренекенсен трагедийӗ пулнине палӑртса вӗсене пурне те психологи пулӑшӑвӗ парассине каланӑ.
Вӑрмар районӗнчи ҫамрӑк фермера шӑнман пӑр ҫине лартса хӑварнӑ ултавҫӑсене тытса чарнӑ. Вӗсем - Ҫыр Чаллӑри икӗ арҫын. Хайхскерсем ытти регионти ҫынсене те улталанӑ.
Акӑ мӗн пулса иртнӗ: кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче 26 ҫулти фермер тӗнче тетелӗнчи пӗлтерӳ урлӑ удобрени туянас тенӗ. Вӑл сутуҫа 440 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Лешӗ кун хыҫҫӑн ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ. Фермер укҫасӑр та, удобренисӗр те тӑрса юлнӑ.
Ҫыр Чаллӑри 25-ри тата 26 ҫулти арҫынсем тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ҫуркунне ҫитрӗ те типӗ курӑк ҫунтарас сезон пуҫланчӗ темелле. Иртнӗ талӑкра пушарнӑйсем 4 вырӑна ҫитсе ҫунакан типӗ курӑка сӳнтернӗ.
Шупашкар районӗнчи Янашкасси ялӗнче 50 гектара яхӑн ҫӗр ҫинче типӗ курӑк ҫуннӑ. Ҫавӑн пекех Ҫӗрпӳ, Вӑрмар, Пӑрачкав районӗсенче типӗ курӑка сӳнтерме тивнӗ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Канаш районӗнчи Ачча ялӗнчи арҫын ҫӳп-ҫап ҫунтарса килсӗр-ҫуртсӑр, хуралтӑсӑр тӑрса юлнӑ.
Вӑрмар районӗнче пурӑнакан пӗр арҫын хӑй аллипе трактор ӑсталанӑ.
Пысӑк Енкассинчи Анатолий Васильев ылтӑн алӑллӑ. Вӑл пӗрремӗш трактора ултӑ ҫул каяллах пухса хатӗрленӗ. Ӑна ун чухне МАСО ят панӑ. Ку вӑл мӑшӑрӗн, хӑйӗн тата ачисен ячӗсенчи пуҫламӑш саспаллисенчен тӑрать.
Нумаях пулмасть ӑста трактора ҫӗнетнӗ.
«Шутран кӑларнӑ кивӗ «Ока» машина туянтӑм. Килте «Волга» автомобилӗн хӑш-пӗр саппас пайӗ пурччӗ, ҫӗнӗрен кивӗ ытти деталь илтӗм. Йӑлтах сӳтсе ҫӑмхаларӑм, тасатрӑм, тӗпрен юсарӑм…», — каласа кӑтартнӑ арҫын.
Ял ҫыннине трактор питех те кирлӗ: сухалама тӑрсан та, акана тухсан та, культивацилеме те, юр тасатма та...
Вӑрмар районӗнчи Мӑнҫырмаран Тикаша каякан ҫул йӑлтӑртатса кӑна выртать. Ҫынсем унта конькипе те ярӑнма тухнӑ. Ҫакна ӳкернӗ видеона тӗнче тетелне вырнаҫтарнӑ.
Ку ҫула «Инвест-Строй» пӑхса тӑрать. Чӑвашупрдор директорӗ комментари панӑ: ГОСТпа килӗшӳллӗн, транспорт сахал ҫӳрекен ҫул ҫинче юр пулма пултарать. Анчах видеона пӑхсан унта юр мар, пӑр пулни курӑнать.
Транспорт министерстви вырӑнти тӳре-шарана ҫулсене тивӗҫлӗ пӑхса тӑма чӗнсе каланӑ: «Лару-тӑрӑва тишкерме тата хаклама хӑйсен тӑтӑшах тухса ҫӳремелле».
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Воронцова Галина Михайловна, медицина ӑслӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |